Инфоурок Другое Другие методич. материалыПрезентация по чувашскому языку "Упа - тавçăруллă чĕр чун" (4 класс).

Презентация по чувашскому языку "Упа - тавçăруллă чĕр чун" (4 класс).

Скачать материал

Упа – тавçăруллă чĕр чун.

4-мĕш класра ирттермелли урок планĕ

 

 Воспитани тĕллевĕсем: Чĕр чунсене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.

 Пĕлÿ тĕллевĕсем:тискер чĕр чунсен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, хăмăр упа çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.

Аталантару тěллевěсем: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлěхе, илемлě те тěрěс вулав хăнăхăвěсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Лексика материалĕ: сарлака, тавçăруллă, тирке, шыра, шăтăк, ерипен, сыхлан, хĕл каç.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатěрленě презентаци, тест тĕрĕслевĕ ирттермелли уйрăм ĕçсем.

Усă курнă литература:          

1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2011.

2. Абрамова Г.В. Вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли методика /Г.В.Абрамова.  – Шупашкар, 2012.

3. Абрамова Г.В. Рабочая тетрадь к учебнику «Чăваш чĕлхи». 4 класс. Часть I / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2011.

4. Абрамова Г.В. Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2009.

5. Животный мир Чувашии. Иллюстративный справочник /И.М.Олигер, А.И.Олигер. Чебоксары: Чуваш.кн.изд-во,2011.

 

Урок юхăмĕ.

 

I. Класа йĕркелесси.( 1-мĕш слайд)

1. Сывлăх сунни.

В: Ырă кун пултăр, ачасем !              

А: Ырă кун пултăр, Алина Анатольевна!

В: Ачасем, пирĕн урокра паян хăнасем пур. Вĕсене те ырă кун сунар-ха.

     А: Ырă кун пултăр, хăнасем!

     В: Шăппăн  вырнаçса ларăр.

- Ачасем, чăваш чĕлхи урокне сăвăпа пуçлатпăр:

Вĕренетпĕр, вĕренетпĕр

Вĕренетпĕр калаçма.

Ак çыратпăр та вулатпăр,

Калаçатпăр чăвашла.

II. Дежурнăйпа калаçни. (çанталăка сăнани) ( 2-мĕш слайд)

            В: - Паян класра кам  дежурнай?

            A:  - Паян класра  эпĕ дежурнăй.

            В:  - Класра кам çук ? (ача тăрса   пурте пуррине е кам çуккине пĕлтерет)                    

- Халĕ çулталăкăн хăш  вăхăчĕ?

- Çанталăк мĕнле тăрать?

- Тÿпе мĕнле?

- Хĕвел пăхать-и?

- Урамра мĕн выртать?

- Паян юр çăвать-и?

- Сывлăш температури миçе градус?

- Йывăçсем мĕнле тăраççĕ?

- Кайăксем ăçта вĕçсе кайнă?

- Çынсем мĕнле тум тăхăнаççĕ?

- Ачасем мĕнпе ярăнса савăнаççĕ?

- Сана хĕл килĕшет-и?

 

III. Фонетика зарядки. (3-мĕш слайд)

-Ачасем, слайд çинчи сăвва ман хыççăн тĕрĕс вулăр:

Упа-упа утаман,

Никамран та хăраман.

Вăрманта вăл пурăнать

Пыл çимешкĕн юратать.

 

IV.  Чĕр чунсен ячĕсене аса илесси (тупмалли юмахсем) ( 4 – 9-мĕш слайдсем)

  Айтăр  вăйă выляр-и?

  Чĕр чун ячĕсене пĕлнине

  Тěрĕслесе пăхар-и?

1.Сăрă, хаяр чĕр чун.

2.Мĕн хăйне валли мăйăр тата кăмпа пуçтарать?

3.Чее чĕр чун.

4.Хĕлле шурă, çулла сăрă.

5.Мĕнле чĕр чун йĕплĕ?

6.Мĕнле чĕр чун пыл юратать?

V. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси  ( 10-мĕш слайд)

- Паян урокра мĕн çинчен калаçассине пĕлес тесен сирĕн таблицăпа усă курса шифăрланă урок темине тупмалла.

-Паян урокра эпир, ачасем,  тискер чĕр чунсем çинчен малалла калаçăпăр, хăмăр упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр. Урок теми «Упа – тавçăруллă чĕр чун» (11-мĕш слайд)

VI.  Упа çинчен калаçни

- Упасем тĕрлĕрен пулаççĕ: гризлисем, хура упасем, аляска уписем, шурă упасем, хăмăр упасем тата ыттисем те. (12-мĕш слайд);

 

- Пирĕн çĕр шывра икĕ тĕрлĕ упа пурăнать: хăмăр упа тата шурă упа. Эпĕ сире упасем çинчен информаци хатĕрлеме хушса янăччĕ. Халĕ вĕсене итлер-ха.

 

1-мĕш вĕренекен:

Упа – тискер чĕрчун. Вăл пысăк та вăйлă. Вăл вăрманта пурăнать Упана вăрман хуçи теççĕ. Упа хĕлле шăтăкра çывăрать, çуркунне унтан тухать. Вăл темĕн те çиет: аш, çырла, курăк, хурт-кăпшанкă. Упаран пур чĕр чун та хăрать.

 

2-мĕш вĕренекен:

Шурă упасем пирĕн çĕр-шывра çурçĕр полюсĕнче пурăнаççĕ. Вĕсен кĕлеткин тăршшĕ виçĕ метр таран пулать, йывăрăшĕ пĕр тонна таран. Шурă упа шывра лайăх ишет тата чăмать. Вăл шыври чĕр чунсемпе тăранса пурăнать. Шурă упа 25-30 çул таран пурăнать.

 

3-мĕш вĕренекен:

Хăмăр упа - пирĕн таврари чи пысăк та вăйлă çăткăн чĕр чун. Тăршшĕ 2 метр ытларах та пулма пултарать, йывăрăшĕ 300 килограмран иртет. Унăн пуçĕ пысăк, мăйĕ кĕске те сарлака, ури çăмламас. Куçĕ çивĕчех мар. Хăлхипе сăмси питĕ сисĕмлĕ. Чĕрнисем унăн çирĕп те çивĕч. Вĕсемпе вăл хăйне валли шăтăк та чавать, йывăçсене те çĕмĕрет, пулă та тытать. Вăл апата тиркемест: аш та, курăк та, çырла та çиет. Упа пăшие те, ытти  чĕр чуна та тапăнать. Хĕлле упа çывăрать, амисем çăвăрлаççĕ, 2-3 çура пулать.

 

VII. Словарь ĕçĕ (13-мĕш слайд)

 - Текста лайăх ăнланма малтан çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр..

сарлака – широкая

Тавçăруллă – сообразительный

Тирке – не привередничает

Шăтăк – берлога

Ерипен - медленно

Сыхлан – защищаться

Хĕл каç - зимовать

1)    учитель – хор;

2)    ача вуласа вырăсла куçарни;

3)    мăшăрсемпе вулани;

4)    сăнчăрпа пĕрер сăмахăн вулани;

5)    çак сăмахсемпе предложенисем тупни.

 

 

VIII. Текстпа ĕçлени.  

-Ачасем, халĕ кĕнекерие 89 страницăра панă «Хăмăр упа » текста тупăр. Текстпа ĕçлесе упа пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлĕпĕр.

-  Халĕ текста  пĕтĕмĕшле вулăпăр. Тимлĕ итлĕр, ăнланма   тăрăшăр, ударенисене асăрхăр. Текстăн содержанине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.

 

1) кăтартуллă вулав;

2) текста ăнланнине тĕрĕслени (1-2 ачаран кĕске содержанине вырăсла ыйтмалла);

2) вĕçе-вĕçĕн вулаттарса предложенисене куçарттарасси;

3) ыйтусене хуравлани (14- мĕш слайд);

·   Хăмăр упан пуçĕ мĕнле?

·   Хăлхисем пысăк-и, пĕчĕк-и?

·   Хăмăр упа ăçта пурăнать?

·   Хăмăр упа мĕнле?

·   Хĕлле упа ăçта çывăрать?

·   Упа çурисем ăçта çуралаççĕ?

·   Амăшĕ вĕсене мĕнпе тăратарать?

·   Çулла упа çурисене мĕн тума вĕрентет?

·   Хăмăр упа мĕн-мĕн çиет?

 

4)текст тăрăх ушкăнсенче ĕçсем йĕркелени: (15 - мĕш слайд);

1) 1-мěш ушкăн -  консультант ытти ачасене ыйтусем парать;

2) 2-мěш ушкăн  - консультанта ачасем ыйтусем параççě;

3) 3-мěш ушкăн - ачасем пěр-пěрне ыйтусем параççě;

д) текста пěтěмěшле каласа пани.     

 

IX. Текст тăрăх тест ирттерни (16-мĕш слайд);

1)-Халĕ вара текста мĕнле ăнланнине тĕрĕслесе тест ирттеретпĕр:

 

1. Упа … пурăнать.

а) уй-хирте

ă) вăрманта

б) улăхра

2.Хăмăр упа чее те, … , тавçăруллă та.

а) хăравçă

ă) вăйлă

б) хаяр

3.Хăмăр упа икĕ-виçĕ … тăвать.

а) путек

ă) çура

б) чĕпĕ

4. Çурисем питĕ … ÿсеççĕ.

а) ерипен

ă) хăвăрт

б) вăраххăн

5. Упа пăшисене, хир сыснисене, … тапăнма пултарать.

а) кашкăрсене

ă) шăшисене

б) пăлансене

 


2)Теста тĕрĕслени (17-мĕш слайд);


Ачасем, теста мĕнле çырнине слайд çине пăхса пĕр-пĕрин ĕçĕсене тĕрĕслĕр, отметкăсем лартăр: 1 йăнăш та çук – «5», 1-2 йăнăш – «4», 3 йăнăш – «3», 4 йăнăш тата ытларах –«2».


1.(ă)

2.(б)

3.(ă)

4.(а)

5.(б)

 

 

X. Кану саманчĕ (18-мĕш слайд);

 -Ачасем, шăппăн тăрăр, кăштах шăмшаксене хускатса илер-ха.

 

Упа, кил, кил выляма,

Ан кил, ан кил выляма.


Упа килет у-у-у!

Ларăр, тăрăр,

Тарса çухалăр!

 

- Шăппăн ларăр.

 


 

XI. Урока пĕтĕмлетни.

- Ачасем, паянхи урок сирĕншĕн мĕнпе асра юлчĕ?

- … .

Хăмăр упа мĕнле? (кластер) (19 - 20-мĕш слайдсем);

 

- Статистиксем пирĕн тăрăхри вăрмансенче 16 упана тытса палăртнă.

Хальхи вăхăтра тискер чĕр чунсене, çавăн пекех упасене, циркра е зоопаркра çеç курма пулать. Пирĕн тăрăхра та чĕр чунсен йышĕ чакса пырать, çавăнпа та пирĕн вĕсене упрамалла. Чĕр чунсене тата кайăксене хĕлле апат парса пулăшмалла. Пирĕн хулари паркра пакшасем пурăнаççĕ, эсир вĕсене те тăрантарма ан манăр.

 

XII. Кану саманчĕ. Куç гимнастики( гиперссылка - хаяр );

XIII. Киле ĕç пани. (21-мĕш слайд)

Кроссворд тумалла. Тĕп сăмахĕ – «Хăмăр упа» пулмалла.

 

XIV.Ачасен ĕçне хаклани.

Маттур, ачасем. Эсир урокра тăрăшса ĕçлени мана савăнтарчĕ.

XV. Урока шăнкăравпа вĕçлени. ( 22 -мĕш слайд )

-Сывă пулăр,  ачасем!

-Сывă пулăр, Алина Анатольевна!

-Сывă пулăр, хăнасем!

-Урок вĕçленчĕ, тухма юрать.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Презентация по чувашскому языку "Упа - тавçăруллă чĕр чун" (4 класс)."

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Психолог в социальной сфере

Получите профессию

Фитнес-тренер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Краткое описание документа:

Упа – тавçăруллă чĕр чун.

Воспитани тĕллевĕсем: Чĕр чунсене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.

 Пĕлÿ тĕллевĕсем:тискер чĕр чунсен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, хăмăр упа çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарасси.

Аталантару тěллевěсем: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлěхе, илемлě те тěрěс вулав хăнăхăвěсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси.

Лексика материалĕ: сарлака, тавçăруллă, тирке, шыра, шăтăк, ерипен, сыхлан, хĕл каç.

Урокра кирлĕ хатĕрсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатěрленě презентаци, тест тĕрĕслевĕ ирттермелли уйрăм ĕçсем.

Усă курнă литература:                     

1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2011.

2.Абрамова Г.В. Вырăс шкулĕн 4-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли методика /Г.В.Абрамова.  – Шупашкар, 2012.

3. Абрамова Г.В. Рабочая тетрадь к учебнику «Чăваш чĕлхи». 4 класс. Часть I / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2011.

4. Абрамова Г.В. Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2009.

 

5. Животный мир Чувашии. Иллюстративный справочник /И.М.Олигер, А.И.Олигер. Чебоксары: Чуваш.кн.изд-во,2011.

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 626 987 материалов в базе

Скачать материал

Другие материалы

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 05.01.2015 539
    • DOCX 62 кбайт
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Алексеева Алина Анатольевна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    Алексеева Алина Анатольевна
    Алексеева Алина Анатольевна
    • На сайте: 8 лет и 9 месяцев
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 14302
    • Всего материалов: 16

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Секретарь-администратор

Секретарь-администратор (делопроизводитель)

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 42 человека из 21 региона

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 457 человек из 66 регионов

Курс профессиональной переподготовки

Организация деятельности библиотекаря в профессиональном образовании

Библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3950 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 281 человек из 66 регионов

Мини-курс

Искусство переговоров: стратегии и тактики в различных сферах жизни

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 26 человек из 14 регионов

Мини-курс

Современные тенденции в архитектуре

6 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе

Мини-курс

Дизайн-проектирование: практические и методологические аспекты

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
Сейчас в эфире

Консультация эксперта в области деловых коммуникаций. Зачем нужна корпоративная культура?

Перейти к трансляции