Инфоурок Другое Другие методич. материалыКонспект урока по чувашскому языку по теме "Глагол"

Конспект урока по чувашскому языку по теме "Глагол"

Скачать материал

Чăваш Республикинчи  Куславкка районĕн «А.Г.Журавлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Тĕмшер тĕп шкулĕ» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ паракан бюджет учрежденийĕ

 

 

«Глагол» темăпа 3-мĕш класра ирттернĕ чăваш чĕлхи урокĕн планĕ

 

 

 

 

Пуçламăш класс вĕрентекенĕ  Никитина Ирина Николаевна

 

 

 

Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ

Пĕлÿ тĕллевĕ: глагол  çинчен вěреннине аса илсе пěтěмлетесси.

Сапăрлăх тĕллевĕ: çутçанталăкри пулăмсене сăнама, илемне курма, çут çанталăка упрама вĕрентесси, ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтарасси.

Аталантару тĕллевĕ: ачасен шухăшлавне, пуплевне аталантарасси, пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.

Урокра усă куракан меслетсем: ыйту - хурав, учитель сăмахĕ, харпăр хăйне тĕрĕслени, правилăсемпе усă курса хăнăхтарусем пурнăçлани, пĕтĕмлетÿсем туни, ĕçе хаклани, ушкăнпа ĕçлени, кластер туни.

Калаçу чĕлхине аталантарни: синонимсемпе антонимсене тупасси, предложенисем йĕркелесси.

Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, экран, таблица, карточкăсем, ĕç тетрачĕсем

 

Урок юхăмĕ

Урок эпиграфĕ: хǎлхупа итле, куçупа кур, пуçупа шухǎшла, аллупа çыр.

 

1.Урока йĕркелесе яни.

Шǎнкǎрав сас пачĕ

Урока чĕнсе.

Пĕтĕм класс шǎпланчĕ

Парта хушшинче.

(Кайǎк сассиллĕ кĕвĕ янǎрать)

Эпир паянхи урока хаваслǎ кайǎк сассипе пуçларǎмǎр. Кайǎксем – пирĕн туссем. Вĕсем пире хитре юррипе савǎнтараççĕ. Эпир урокри хǎнасене хамǎрǎн пĕлÿпе савǎнтарма тǎрǎшǎпǎр. Халĕ вара эпĕ сире экран çине пǎхма сĕнетĕп.

2.Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни.

Чĕлхе пире куллен ĕçре пулǎшать, савǎк юрǎра савǎнтарать, кирлĕ чух кǎмǎла çĕклентерет, кирлĕ чух йǎпатать, кулянтарать, куççуль кǎларать, ахǎлтатса кулма вĕрентет.    (Илпек М.)

Паллǎ тунǎ сǎмахсем мĕнле ыйту çине ыйтǎнаççĕ?

Хǎш пуплев пайне кĕреççĕ?

Урокра эпир глаголсем çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетсе хǎварǎпǎр.

Слайд (урок тĕллевĕпе паллаштарни)

Кайǎксен илемлĕ сассине хǎçан илтме пулать –ши?

-Çуркунне.

Апла пулсан эпир урокра тумалли ĕçсене паян пĕтĕмпех çак темǎпа çыхǎнтарǎпǎр.

«Çуркунне» сǎмаха  илтсен  сирĕн куç умне мĕн тухса тǎрать?

(Хĕвел ǎшǎтса пǎхать, юр ирĕлет, шыв шǎнкǎртатса юхать, кайǎксем ǎшǎ енчен вĕçсе килеççĕ…)

Çуркунне çут çанталǎкри пулǎмсем хǎвǎрт улшǎнса пыраççĕ. Çак улшǎнусене палǎртма хǎш пуплев пайне кĕрекен сǎмахсем пулǎшаççĕ?

4. Глагол çинчен вĕреннине аса илесси.

«Эпир - тĕпчевçĕсем» вǎйǎ

Слайд

1)Алăри пÿрнесене çемçетмешкĕн – физкультура саманчĕ

Ку пÿрни –асатте,

Ку пÿрни – асанне,

Ку пÿрни – атте,

Ку пÿрни – анне,

Ку пÿрни – пĕчĕкки,

Микулай ятли

(кашни хǎйĕн ятне калама пултарать)

2)Илемлĕ çырас самант.

Тĕрĕс ларма хатĕрленни.

Нихǎçан та эп манмастǎп,

Тÿрĕ те хитре ларма.

Тетраде уçса яратǎп,

Кǎшт хурап чалǎштарса.

Пуçǎнатǎп ак çырма

Ручкǎна тĕрĕс тытса.

Çç çуркунне

Килчĕ ырǎ çуркунне.

(сǎмахсене мĕнле çырмаллине ǎнлантараççĕ)

Килчĕ - иртнĕ вǎхǎтри глагол, пĕрреллĕ хисепре.

Карточкǎсемпе ĕçлеççĕ.

1.Пǎнчǎсем вырǎнне кирлĕ сǎмахсем хушса çыр.

Çуркунне ….Кунсем ….Юр кайса …. Симĕс курǎк …

Çур  аки ….

Хǎш пуплев пайне кĕрекен сǎмахсене çыртǎр?

Мĕнле пуплев пайне глагол теççĕ? Унǎн ыйтǎвĕсене калǎр.

2. Глаголсене икĕ йĕр туртса палǎртǎр, вĕсем çинчен мĕн калама пултаратǎр?

Ǎшǎ сǎмах ǎшǎтать, сивĕ сǎмах сивĕтет.

 Ĕç çĕклет, ÿркев ÿкерет.

3.Синоним пулакан глаголсене хушса çырǎр.

Хавасланать -…, апатланать - …, ывǎтать - ….

Кану саманчĕ

Пуçласа паян эп куртǎм

Сарǎ лĕпĕш вĕçнине,-

Пырса ларчĕ çĕнĕ çуртǎн

çĕнĕ кантǎкĕ çине.

Çурхи çилĕ хумхантарнǎн

Икĕ çǎмǎл çунатне-

Вĕлтĕр – вĕлтĕр вылянтарчĕ,

Чĕнчĕ лĕпĕш хǎй патне.

Слайд

Глаголсене виçĕ ушкǎна уйǎр

Акатǎп, чаврǎмǎр, ÿсĕ, шǎваратǎп, сухаларĕ, çитĕнĕ,  ешерĕ, ĕçлетпĕр, кǎпкалатрĕç

акатǎп                               чаврǎмǎр                   ÿсĕ

шǎваратăп                         сухаларĕ                  çитĕнĕ

ĕçлетпĕр                            кǎпкалатрĕç              ешерĕ

Мĕншĕн çапла уйǎртǎр?

Хальхи вǎхǎтри глагол ĕç хǎçан пулнине кǎтартать? Ыйтǎвĕсене калǎр.

Иртнĕ вǎхǎтри глагол ĕç хǎçан пулнине кǎтартать? Ыйтǎвĕсене калǎр.

Пулас вǎхǎтри глагол ĕç хǎçан пулнине кǎтартать? Ыйтǎвĕсене калǎр.

5.Ушкǎнпа ĕçлени

Сǎмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем тǎвǎр. Пулнǎ калава ят парǎр.

1-мĕш ушкǎн

Ǎшǎтать, кунсерен, çанталǎк.

Хĕвел, çурхи, пǎхма тытǎнчĕ, хĕрÿллĕрех.

Шǎнкǎрти, шыв, юхать, юр, пулса.

Папкисем, йывǎçсен, сĕткенпе, тулчĕç.

2-мĕш ушкǎн

Сǎмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем тǎвǎр. Пулнǎ калава ят парǎр.

Верук, умĕнчи, тǎрмашать, чÿрече, пахчара.

Чечексем, унта, вǎл, ÿстересшĕн, лартса.

Ĕçчен, тǎрǎшса, ĕçлет, пĕчĕк.

Анне, мухтать, аппана.

3-мĕш ушкǎн

Сǎмахсене тĕрĕс вырнаçтарса предложенисем тǎвǎр. Пулнǎ калава ят парǎр.

Ешĕл, ыйхран, вǎранчĕ, вǎрман.

Куç, умĕнчех, çанталǎк, улшǎнать, хǎвǎрт.

Хытǎ. хĕвел, пĕçертет.

Илемлĕ, кайǎксем, шǎрантараççĕ, юррисене.

6.«Кам мĕнле сас парать» вǎйǎ

кушак …                                    чǎх…

сысна…                                     чĕпĕ..          

йытǎ…                                       хур…

кǎвакал                                      ĕне…

 шапа                                        çерçи

Слайд

7.Глаголсене тĕрĕс çырасси

 


 

                   лать                                     лет                                       ççĕ

 

 

Мĕн тǎвать? ыйтури глаголта уçǎ сасǎсем хытǎ пулсан т сас палли хыççǎн çемçелĕх палли çырмалла.

Глаголти уçǎ сасǎсем çемçе пулсан çемçелĕх палли çырмалла мар.

Мĕн тǎваççĕ? ыйтǎва хуравлакан глаголсенче яланах икĕ ç çырмалла.

8. Пĕтĕмлетÿ туни.

Ачасем, глагол çинчен мĕн вĕреннине пĕтĕмлетсе хǎварар-ха. Халĕ эпир сирĕнпе кластер тǎватпǎр.

                                                                               

 

 

 

 

 

 

                                                                                                                        

япала ĕçне пĕлтерет

вǎхǎт тǎрǎх улшǎнать

çывǎх пĕлтерĕшлĕ

хирĕçле пĕлтерĕшлĕ

пĕрреллĕ е нумайлǎ хисепре пулать

предложенире сказуемǎй пулать

 

-Ачасем, сире паянхи урок килĕшрĕ -и? Урокǎн хǎш тапхǎрĕ ытларах кǎмǎла кайрĕ?

Халĕ эпĕ сире хǎвǎр ĕçе хаклама ыйтатǎп. Сирĕн умǎрта икĕ тĕслĕ лĕпĕш выртать. Кĕренни лайǎх тенине пĕлтерет, сенкерри- кǎштах тǎрǎшмалла.

(лĕпĕшсене доска çине тухса çакаççĕ)

 

 9. «Çуркунне» темǎпа синквейн тǎвасси.

япала ячĕ

 

çуркунне

 

паллǎ ячĕ

 

ǎшǎ, ырǎ

 

        глагол

 

савǎнтарать, илемлетет, симĕслетет

предложени

 

ǎшǎ, ырǎ çуркунне пурне те савǎнтарать

п.я- я.я

(метафора)

 кĕтнĕ ырлǎх

 

Çуркунне пĕтĕм тĕнче хĕл ыйхинчен вǎранса çĕнĕрен çуралса тǎрать, ешерме пуçлать. Эсир те савǎнатǎр. Çуркунне пулсан кĕçех каникул та çитет вĕт. Кǎçалхи класа хыçа хǎварса тепĕр класа куçас вǎхǎт çитет.

10.Киле ĕç пани.

Учебникри 391- мĕш хǎнǎхтарǎва пурнǎçламалла.

 

Просмотрено: 0%
Просмотрено: 0%
Скачать материал
Скачать материал "Конспект урока по чувашскому языку по теме "Глагол""

Методические разработки к Вашему уроку:

Получите новую специальность за 3 месяца

Менеджер бизнес-процессов

Получите профессию

Бухгалтер

за 6 месяцев

Пройти курс

Рабочие листы
к вашим урокам

Скачать

Скачать материал

Найдите материал к любому уроку, указав свой предмет (категорию), класс, учебник и тему:

6 664 462 материала в базе

Скачать материал

Другие материалы

Презентация Тренажёр для подготовки к ЕГЭ по обществознанию "Безработица иеё виды"
  • Учебник: «Обществознание (базовый уровень)», Боголюбов Л.Н., Городецкая Н.И., Лазебникова А.Ю. и др. / Под ред. Боголюбова Л.Н., Лазебниковой А.Ю.
  • 01.01.2021
  • 4844
  • 249
«Обществознание (базовый уровень)», Боголюбов Л.Н., Городецкая Н.И., Лазебникова А.Ю. и др. / Под ред. Боголюбова Л.Н., Лазебниковой А.Ю.

Вам будут интересны эти курсы:

Оставьте свой комментарий

Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.

  • Скачать материал
    • 15.03.2020 605
    • DOCX 21.2 кбайт
    • 28 скачиваний
    • Оцените материал:
  • Настоящий материал опубликован пользователем Клейменова Алеся Александровна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт

    Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.

    Удалить материал
  • Автор материала

    • На сайте: 3 года и 4 месяца
    • Подписчики: 0
    • Всего просмотров: 74903
    • Всего материалов: 241

Ваша скидка на курсы

40%
Скидка для нового слушателя. Войдите на сайт, чтобы применить скидку к любому курсу
Курсы со скидкой

Курс профессиональной переподготовки

Бухгалтер

Бухгалтер

500/1000 ч.

Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 24 человека из 17 регионов

Курс повышения квалификации

Специалист в области охраны труда

72/180 ч.

от 1750 руб. от 1050 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 34 человека из 21 региона
  • Этот курс уже прошли 154 человека

Курс профессиональной переподготовки

Руководство электронной службой архивов, библиотек и информационно-библиотечных центров

Начальник отдела (заведующий отделом) архива

600 ч.

9840 руб. 5600 руб.
Подать заявку О курсе
  • Этот курс уже прошли 25 человек

Курс профессиональной переподготовки

Библиотечно-библиографические и информационные знания в педагогическом процессе

Педагог-библиотекарь

300/600 ч.

от 7900 руб. от 3650 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 487 человек из 71 региона
  • Этот курс уже прошли 2 328 человек

Мини-курс

Общая химия

10 ч.

1180 руб. 590 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 20 человек из 13 регионов

Мини-курс

Фитнес: особенности занятий и специфика питания

4 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе
  • Сейчас обучается 117 человек из 43 регионов
  • Этот курс уже прошли 39 человек

Мини-курс

Стратегии брендинга в условиях глобальной конкуренции и изменяющихся рыночных тенденций

2 ч.

780 руб. 390 руб.
Подать заявку О курсе