- 03.10.2020
- 403
- 0
Рабочие листы
к вашим урокам
Скачать
Пахча çимĕçсен парачĕ
Ертсе пыракан:
Сĕтеклĕ те çемçе Кабачок
Выртать тăсăлса йăран çинче.
Хĕвел çинче вырта-вырта
Ÿссе çитрĕ, хуппи хытрĕ.
Вĕçсе килчĕ те вăрăм туна
Каларĕ çинçе сассипе ăна:
Вăрăм туна:
Ах, тур-тур-тур-тур!
Ахаль те эс тем пек пысăк,
Вăрăмкка та йывăркка.
Татах та ÿсен пулсан
Йăтаймĕ сана никам!
Ерт.пыр.:
Кабачок вара ăна:
Кабачок:
Нимле вăрттăнлăх та ман çук:
Эп ÿсрĕм çăвĕпе…
Çитрĕ кайма вăхăт
Тĕпеле, сĕтел çине.
Ерт.пыр.:
Ку калаçăва илтрĕ те
Сиксе туратран çĕре
Çитрĕ вăрăм туна умне
Хĕрлĕ тĕслĕ помидор.
Помидор:
Манăн та вăхăт çитрĕ,
Ÿссе çитрĕм, пиçсе çитрĕм.
Сăмсана лекет питĕм.
Асăрхаймарĕ-ши хуçа?
Часах каяп çурăлса.
Ерт.пыр.:
Илтĕнчĕ хăяр сасси:
Хăяр:
Пит маттур эс, помидор.
Илтрĕм-ха сана пĕри
Томат ятпа чĕннине.
Икĕ ят-им санăн?
Ăспа сана çитме çук пуль ĕнтĕ манăн…
Пăрăç:
Юлташсем, туссем,
Эсир мантăр-им мана,
Пурне те кирлĕ пăрăçа?
Пăхăр-ха мĕнле хитре эп!
Яп-яка, пылак, илемлĕ!
Ăçта пур тата ман пекки?
Витаминсенчен пуян эп –
Туслашсассăн манпала
Чирлеместĕн нихçан та.
Ерт.пыр.:
Тĕлĕннипе куç харшине пĕрсе
Кĕрет тавлашăва кишĕр:
Кишĕр:
Мĕн пасарĕ кунта?
Пĕлместĕр-им эсир, мана
Яраççĕ кунсерен яшкана.
Ачасем те кăшлаççĕ савăнса –
Пур апатра та кирлĕ эп!
Хăяр:
Тĕп-тĕрĕс!
Ерт.пыр.:
Терĕ хăяр кулса.
Хăяр: Кишĕр кирлĕ яланах…
Ерт.пыр.:
Купăста çатăртатрĕ çулçипе:
Купăста:
Мĕнех. Ман калаçу ансат мар.
Борщра та, салатра та
Тутлă эп. Мухтăр мана!
Чиртен сыватма та пултарап,
Витаминсенчен те эп пуян.
Чирлеместĕр пĕри те
Манпа туслă пулсан.
Ерт.пыр.:
Пăшăлтатрĕ пăрăçа хуллен:
Купăста ( пăрăçа хăлхинчен):
Купăста сокне ĕçсе пăх-ха –
Тутлă та вăл, усăллă та!
Ерт.пыр.:
Пăркаланчĕ сар сухан:
Сухан:
Пур чиртен те сыватап,
Кам мана салтăнтарать,
Макăрма çавă пуçлать.
Пур микроба та пĕтеретĕп,
Ан хăра, çисе пăх-ха мана.
Анчах та, юлташсем, манар мар
Хĕрлĕ тĕслĕ кăшмана…
Хĕрлĕ кăшман:
Эп кăшман, кăшман, кăшман,
Чирсемшĕн эп тăшман.
Çитрĕм эпĕ пиçсе,
Ывăнтăм эпĕ ÿссе.
Каяс теп духовкăна,
Пиçес теп кăмакара…
Ерт.пыр.:
Сасартăк илтĕнчĕ пĕр сас-
Мĕскĕннĕн, çинçен…
Çарăк:
Пулăшăр-ха çарăка,
Хăтарăр-ха анра çарăкран.
Урасене çыхса хучĕ
Каяймастăп ниçта та.
Ахаль те пĕчĕкçеççĕ -
Ÿссе çитесчĕ, тĕпеле кĕресчĕ.
Пулăшăр-ха, туссемĕр,
Çум курăкран хăтарăр-ха.
Пахча çимĕссем çарăка хăтараççĕ.
Кабачок:
Пуçтарăнсан пурте пĕрле
Ăçтан чăтан-ха савăнмасăр!
Атьăр-ха тăрар вăй картине,
Ташлар-ха туслăх ташшине.
Малтан сылтăмалла утар,
Унтан –сулахаялла каяр.
Ерт.пыр.: Пахча çимĕçсем пуçларĕç ташлама!
Пурте:
Пире валли янратăр илемлĕ кĕвви!
Ерт.пыр.:
Тахçанччен вĕсем ташларĕç,
Ывăниччен вĕсем шавларĕç.
Юлашкинчен ыталашса
Кайрĕç тĕпеле пĕрле…
6 664 296 материалов в базе
Настоящий материал опубликован пользователем Захарова Валентина Валентиновна. Инфоурок является информационным посредником и предоставляет пользователям возможность размещать на сайте методические материалы. Всю ответственность за опубликованные материалы, содержащиеся в них сведения, а также за соблюдение авторских прав несут пользователи, загрузившие материал на сайт
Если Вы считаете, что материал нарушает авторские права либо по каким-то другим причинам должен быть удален с сайта, Вы можете оставить жалобу на материал.
Удалить материалВаша скидка на курсы
40%Курс профессиональной переподготовки
600 ч.
Курс повышения квалификации
72/180 ч.
Курс профессиональной переподготовки
300/600 ч.
Мини-курс
4 ч.
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.