Изложени
тексчĕ
Тавăшкасси
ялĕ ик çĕр çул каярах никĕсленнĕ теççĕ.
Кунти чăтлăх вăрмана, çулсенчен инçерех çĕре, сăрт
тӱпемне, икĕ пĕр тăван тарса килнĕ пулать. Пиччĕшĕ Тавăт ятлă, шăллĕ Пакшут
ятлă пулнă имĕш. Вĕсем çурт-йĕр çавăрсан йывăçсене хăртса уй тунă. Ялпа тĕп
юхан шыва пиччĕшĕн ятне панă, шывĕн юппине Пакшут тенĕ. Халĕ те Пакшут çыранĕ
пур.
Тавăт ялĕ тавра шурлăх тăнă. Карас кӱллисем темиçе те
пулнă. Тылла пуççисем хушшинче текерлĕксем чĕп кăларнă. Пысăк чăтлăх вăрман
ӱснĕ. Унталла ачасем лашасемпе выртмана кайма та шикленнĕ. Пуçтахрах ачасем
кăна хăраман. Чăтлĕх вăрман каярахпа çунса пĕтнĕ иккен. Юлнă пек вăрман тăрăхне
Пушар вăрманĕ тесе ахальтен каламастпăр. Ҫав ешĕл тăрăх пушартан юлнă. Тавăш
шывне пĕтĕмпе аллă ытла çăл шывĕ юхса кĕнĕ - халĕ вăтăр виççĕ çеç юлнă.
Ку тăрăх кайăк- кĕшĕкрен пуян пулнă иккен. Вăхăт
иртет. Йыш хушăнать те, ял ӱсет. Ял ӱснĕ майăн вăрман та инçетелле тарма
тапранать. Кайăкĕ те, тискер чĕр чунсем те вăрмана шалтан шала кĕреççĕ. Майĕпен
чĕр чунсен ĕрчевлĕхĕ те чакать.
- Кăçал виçĕ мăшăр текерлĕк çеç куртăм. Эпĕ те
тĕтĕмсĕр яла каятăп пуль, - текелетчĕ юлашки çулсенче хамăр ял çынни Тимахви
мучи. – Темле пулсан та упрăр тăван тавралăха, ачамсем, - тетчĕ. – Пушар
вăрманĕнче Тавăша шыв паракан çичĕ çăл пур. Вĕсене упрăр. Ку çăлсене эпĕ ку
таранччен те типме памарăм, юшкăн айне тумарăм. Эп каланине асра тытăр,
ачамсем!-тетчĕ.
Тавăш шывĕн вара юлташĕсем нумай. Кайсан-кайсан Тавăш
Пакшут çырмине хăйпе илет. Ҫапла сарăлса, юхăмне вăй парса пырать. Кунтан
вунă-вун икĕ çухрăмра Ҫавала тухать. Ҫавалĕ вара Атăла кĕрет. Тавăш çулĕ-йĕрĕ
пархатарлă! Малашне те çапла пултăрччĕ!
(Г.Ефимов
çырни тăрăх.)
Çырса
памалли сăмахсем: Тавăш, Пакшут, Тимахви,
Пушар вăрманĕ, Туçа шывĕ, Ҫавал, текерлĕк, тĕтĕмсĕр ял, вунă-вун икĕ.
Юлашки
абзац автор сăмахĕсем пулнине асăрхаттармалла.
9
класс пĕтерекенсене
чăваш
чĕлхипе
патшалăх
шайĕнче (пĕтĕмлетсе)
(çĕнĕлле)
аттестацилекен
экзамена
тыттармалли материал
1-мĕш
вариант
Район (чăвашла
тата вырăсла)………………………………………………..
…………………………………………………………………………………..
Хула (ял, поселок)
(чăвашла тата вырăсла)…………………………………
…………………………………………………………………………………..
Шкул (чăвашла тата
вырăсла)……………………………………………………..
……………………………………………………………………………………..
Класс……………………………………………………………………………..
Ачан
хушамачĕ……………………………………………………………………………
ячĕ……………………………………………………………………………………
ашшĕ
ячĕ.............................................................................................................
©
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 1-мĕш
вариант Шифр……………………………………………………
Вĕренекен валли хатĕрленĕ инструкци
Ку
инструкци сире вăхăтпа тĕрĕс усă курма, панă ĕçсене ăнăçлă тума пулăшĕ.
Экзамен
ĕçĕсене тума 3 сехет те 55 минут (235 минут) уйăрнă. Пĕтĕм ĕç 3 пайран тăрать.
1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла. Ăна
75 минутра тума сĕнетпĕр.
2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене
хуравламалла. Сире хатĕр текстпа заданисем валеçсе
парĕç. Сирĕн итленĕ текстпа алла панă текст содержанийĕсене танлаштармалла.
Çавăнпа та алла панă текста тимлĕ вулăр, ун содержанине лайăх ăнланма
тăрăшăр. Кун хыççăн – сĕннĕ 10 ыйтăва хуравлама пуçăнăр. Кашни ыйту хыççăн
4-шар вариант хурав панă. Вĕсенчен пĕри çеç тĕрĕс. Çак заданисемпе ĕçленĕ май,
Сирĕн, хăвăр хуравăрпа тÿр килекен цифрăна çаврашкапа çавăрса паллă тумалла.
2-мĕш пайри ыйтусене хуравлама 40 минут уйăрсан та çителĕклĕ пулĕ.
Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче
итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ
хайламалла. Хайлав çырма 120 минут уйăрсан аван. Хайлава уйрăм хут çине
çырас пулать.
Ĕçсене
мĕнле йĕркепе панă, çав йĕркепех тума тăрăшăр.
Тимлĕ
пулăр! Васкамасăр, тĕплĕ ĕçлĕр! Хăвăр тĕллĕн ĕçлеме вăй тата пĕлÿ пуррине
шанăр!
Ĕçе
пикенĕр.
Ăнăçу сунатпăр сире!
©
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Чăваш чĕлхи. 9-мĕш
класс. 1-мĕш вариант Шифр……………………………………………
1-мĕш
пай
1.
Текста тимлĕ итлĕр те ăна çывăх изложени çырăр.
2-мĕш
пай
Алла
панă текста тимлĕ, васкамасăр вуласа тухăр, 2.1-2.10 ĕçсене тăвăр.
(1)Чăваш
çĕр-шывĕ! (2)Вăл çанталăк лăпкă чух шăратнă кĕмĕлевĕр курăнакан анлă Атăл
хĕрринчен пуçланать. (3)Ҫĕр-çĕр çул ӱсекен юмансем кашласа лараççĕ ку
çĕр-шывра. (4)Шăнкăртатса юхакан çырмасем, ем-ешĕл улăхсем,
уй-хирсем…(5)Вăрманĕсенче чĕвĕлти кайăксем юрлаççĕ. (6)Уйсенче мулкачсем
пăлтти-палтти сиккелесе çӱреççĕ. (7)Тилĕсем йĕр йĕрлеççĕ. (8)Ялĕсем вара çил
шăхăрнă çара çĕре мар, лапамсене вырнаçнă, лăстăр йăмрасем айне пытаннă.
(9)Хурамал
ялĕ хăçан, хăш ĕмĕрте пулса кайнине никам та пĕлмест. (10)Ĕмĕртен ĕмĕре юлса
пынă сăмах тăрăх, ку таврара этем пырса кĕрейми вăрмансем пулнă. (11)Вĕсем
çинчен халь Анат уйри Киремет хурамипе Тури уйри ватă юман çеç аса илтереççĕ.
(12)Хĕвел тухăç енче вырăн-вырăн пĕчĕк хăвалăхсем ӱсеççĕ. (13)Паллах, кунта
урăхларах пулнă ĕнтĕ ĕлĕк-авал. (14)Акă сикекен çырма çĕмĕрсе пынă çĕрте мамонт
йышши пысăк тискер кайăк шăммисем, чул пек хытнă хура юмансем тухаççĕ. (15)Вĕсем
темиçе ĕмĕр каярах çĕр айне юлнă.
(16)Вăрманта,
палах, пур йывăç та тĕрĕс-тĕкел ӱсмест, улăхра та пур чечек пĕр илемпе
çурăлмасть. (17)Хурамал ялĕ те çавăн пек. (18)Ҫерçи вĕçсе кĕмесле пысăк çуртсем
нумай мар. (19)Хăш-пĕр çурт çĕрсе-ишĕлсе пĕтнĕ. (20)Вырăн-вырăн тăйлăк-тайлăк
пӱртсем те пур. (21)Вĕсенче никам та çук ĕнтĕ. (22)Хĕç тимĕр витнĕ пӱрт Пылак
Микула Кавăрлин çеç. (23)Микула хăй вилнĕ. (24)Пӱртĕнче вара халь хуçалăх тытса
Кавăрлĕ ывăлĕ пурăнать.
(25)Чăвашсемшĕн
ывăл – йăха малалла тăсаканĕ. (26)Ҫын пурăнсан, ял пĕтмест, йăх-тĕп малаллах
тăсăлать.
(270Ҫын
пур чух çут çанталăк та упранать. (28)Вăрмансем çĕнĕрен чĕрĕлессе, çăл
куçĕсенчен сиплĕ шыв тапса тăрасса ĕненме пулать. (29)Пиçенлĕ, йыт пыршиллĕ
уйсем каллех трактор-комбайн сассипе тулас шанчăк пур.
(Герасим
Харлампьев çырнинчен)
2.1.
Итленĕ текстпа вуланă текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?
1)
Ҫут çанталăкшăн çамрăк ăру усăллă ĕç нумай тума пултарать.
2)
Тус тени ĕмĕрлĕхе пултăр.
3)
Пурнăç иккĕ килмест.
4)
Наяншăн хĕвелш те вăхăтра тухман
2.2.
Хăвăр вуланă текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?
1)
Этем клаçса паллашать.
2)
Мухтанма ăс кирлĕ мар.
3)
Чĕлхен шăмми çук теççĕ.
4)
Ҫын пур чух çут çанталăка упрама пулать.
2.3.
Текст стилĕпе тĕсне палăртăр.
1)
публицистика стилĕ, сăнлав.
2)
илемлĕ литература стилĕ, калав.
3)
наука стилĕ, ăслав.
4)
ĕçлĕ стиль, ыйту.
2.4.
Кăтартнă предложенисенчен хăшне умĕнчи юнашар предложенипе местоимени
çыхăнтарать?
1)
3
2)
4
3)
15
4)
29
2.5.
18-мĕш предложенири çурт сăмахăн синонимĕ хăш предложенире тĕл
пулать?
1)
3
2)
20
3)
25
4)
26
2.6.
Сасă шучĕ сас палли шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 9-мĕш
предложенирен илнĕ.)
1)
Хурамал
2)
ĕмĕрте
3)
ялĕ
4)
никам
2.7.
4-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (шăнкăртатса) мĕнле пулнă?
1)
шăн глагол çумне –кăр аффикс хушăннипе
2)
шăнкăр евĕрлев сăмахĕ çумне –тат аффикс хушăннипе
3)
шă евĕрлев сăмахĕ çумне -н,тата -кăр аффикссем
хушăннипе
4)
шăнкăртат глагол çумне -са аффикс
хушăннипе
2.8. 15-мĕш
предложенири айне сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?
1)
наречи
2)
япала ячĕ
3)
глагол
4)
паллă ячĕ
2.9. Пӱртĕнче
вара халь хуçалăх тытса Кавăрле ывăлĕ пурăнать предложенире
(24 №) шухăш тĕшши хăш сăмахсем çине ÿкет?
1)
пурăнать сăмах çине
2)
хуçалăх тытса сăмахсем çине
3)
Кавăрле ывăлĕ сăмах майлашăвĕ çине
4)
халь сăмах çине
2.10.
2-мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?
1)
пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени
2)
пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени
3)
хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени
4)
пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени
3-мĕш пай
3.1.
«Ҫут çанталăка упрасси – пирĕн тивĕç» темăпа калăпăшĕ пысăках мар (90 сăмахран
кая ан пултăр) ăслав хайлавĕ çырăр. Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсен
информацийĕпе усă курăр. Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парăр.
Хăвăр шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Çакна тума
ăславăн ĕнентерÿ мелĕсемпе (кÿртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе
следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан
чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.
Аргументсене
(ĕçсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчен илме
юрать. Хăвăр курни-илтни, унччен вулани çине таянма та май пур.
Енчен
те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр
пулсан ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.
Чăваш
Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
9
класс пĕтерекенсене
чăваш
чĕлхипе
патшалăх
шайĕнче (пĕтĕмлетсе)
(çĕнĕлле)
аттестацилекен
экзамена
тыттармалли материал
2-мĕш
вариант
Район (чăвашла
тата вырăсла)………………………………………………..
…………………………………………………………………………………..
Хула (ял, поселок)
(чăвашла тата вырăсла)…………………………………
…………………………………………………………………………………..
Шкул (чăвашла тата
вырăсла)……………………………………………………..
……………………………………………………………………………………..
Класс……………………………………………………………………………..
Ачан
хушамачĕ……………………………………………………………………………
ячĕ……………………………………………………………………………………
ашшĕ
ячĕ.............................................................................................................
©
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс. 2-мĕш
вариант Шифр……………………………………………………
Вĕренекен валли хатĕрленĕ инструкци
Ку
инструкци сире вăхăтпа тĕрĕс усă курма, панă ĕçсене ăнăçлă тума пулăшĕ.
Экзамен
ĕçĕсене тума 3 сехет те 55 минут (235 минут) уйăрнă. Пĕтĕм ĕç 3 пайран тăрать.
1-мĕш пайра – итленĕ текста çывăх изложени çырмалла. Ăна
75 минутра тума сĕнетпĕр.
2-мĕш пайра – панă текста тимлĕ вуламалла та ыйтусене
хуравламалла. Сире хатĕр текстпа заданисем валеçсе
парĕç. Сирĕн итленĕ текстпа алла панă текст содержанийĕсене танлаштармалла.
Çавăнпа та алла панă текста тимлĕ вулăр, ун содержанине лайăх ăнланма
тăрăшăр. Кун хыççăн – сĕннĕ 10 ыйтăва хуравлама пуçăнăр. Кашни ыйту хыççăн
4-шар вариант хурав панă. Вĕсенчен пĕри çеç тĕрĕс. Çак заданисемпе ĕçленĕ май,
Сирĕн, хăвăр хуравăрпа тÿр килекен цифрăна çаврашкапа çавăрса паллă тумалла.
2-мĕш пайри ыйтусене хуравлама 40 минут уйăрсан та çителĕклĕ пулĕ.
Экзамен ĕçĕн 3-мĕш пайĕнче
итленĕ тата вуланă текстсем тăрăх калăпăшĕ енчен пысăках мар ăслав сочиненийĕ
хайламалла. Хайлав çырма 120 минут уйăрсан аван. Хайлава уйрăм хут çине
çырас пулать.
Ĕçсене
мĕнле йĕркепе панă, çав йĕркепех тума тăрăшăр.
Тимлĕ
пулăр! Васкамасăр, тĕплĕ ĕçлĕр! Хăвăр тĕллĕн ĕçлеме вăй тата пĕлÿ пуррине
шанăр!
Ĕçе
пикенĕр.
Ăнăçу сунатпăр сире!
©
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Чăваш чĕлхи. 9-мĕш
класс. 2-мĕш вариант Шифр……………………………………………
1-мĕш
пай
1.
Текста тимлĕ итлĕр те ăна çывăх изложени çырăр.
2-мĕш
пай
Алла
панă текста тимлĕ, васкамасăр вуласа тухăр, 2.1 - 2.10 ĕçсене тăвăр.
(1)Чăваш
çĕр-шывĕ! (2)Вăл çанталăк лăпкă чух шăратнă кĕмĕлевĕр курăнакан анлă Атăл
хĕрринчен пуçланать. (3)Ҫĕр-çĕр çул ӱсекен юмансем кашласа лараççĕ ку
çĕр-шывра. (4)Шăнкăртатса юхакан çырмасем, ем-ешĕл улăхсем,
уй-хирсем…(5)Вăрманĕсенче чĕвĕлти кайăксем юрлаççĕ. (6)Уйсенче мулкачсем
пăлтти-палтти сиккелесе çӱреççĕ. (7)Тилĕсем йĕр йĕрлеççĕ. (8)Ялĕсем вара çил
шăхăрнă çара çĕре мар, лапамсене вырнаçнă, лăстăр йăмрасем айне пытаннă.
(9)Хурамал
ялĕ хăçан, хăш ĕмĕрте пулса кайнине никам та пĕлмест. (10)Ĕмĕртен ĕмĕре юлса
пынă сăмах тăрăх, ку таврара этем пырса кĕрейми вăрмансем пулнă. (11)Вĕсем
çинчен халь Анат уйри Киремет хурамипе Тури уйри ватă юман çеç аса илтереççĕ.
(12)Хĕвел тухăç енче вырăн-вырăн пĕчĕк хăвалăхсем ӱсеççĕ. (13)Паллах, кунта
урăхларах пулнă ĕнтĕ ĕлĕк-авал. (14)Акă сикекен çырма çĕмĕрсе пынă çĕрте мамонт
йышши пысăк тискер кайăк шăммисем, чул пек хытнă хура юмансем тухаççĕ. (15)Вĕсем
темиçе ĕмĕр каярах çĕр айне юлнă.
(16)Вăрманта,
палах, пур йывăç та тĕрĕс-тĕкел ӱсмест, улăхра та пур чечек пĕр илемпе
çурăлмасть. (17)Хурамал ялĕ те çавăн пек. (18)Ҫерçи вĕçсе кĕмесле пысăк çуртсем
нумай мар. (19)Хăш-пĕр çурт çĕрсе-ишĕлсе пĕтнĕ. (20)Вырăн-вырăн тăйлăк-тайлăк
пӱртсем те пур. (21)Вĕсенче никам та çук ĕнтĕ. (22)Хĕç тимĕр витнĕ пӱрт Пылак
Микула Кавăрлин çеç. (23)Микула хăй вилнĕ. (24)Пӱртĕнче вара халь хуçалăх тытса
Кавăрлĕ ывăлĕ пурăнать.
(25)Чăвашсемшĕн
ывăл – йăха малалла тăсаканĕ. (26)Ҫын пурăнсан, ял пĕтмест, йăх-тĕп малаллах
тăсăлать.
(270Ҫын
пур чух çут çанталăк та упранать. (28)Вăрмансем çĕнĕрен чĕрĕлессе, çăл
куçĕсенчен сиплĕ шыв тапса тăрасса ĕненме пулать. (29)Пиçенлĕ, йыт пыршиллĕ
уйсем каллех трактор-комбайн сассипе тулас шанчăк пур.
(Герасим
Харлампьев çырнинчен)
2.1.
Итленĕ текстпа вуланă текста мĕнле шухăш пĕрлештерет?
1)
Вак укçа час саланать.
2) Асăнсанах ака
кӱлмеççĕ.
3)
Кахал сăлтав тупатех.
4)
Ҫут çанталăка упрас тесен çамрăк ăрăвăн тăрăшма тивет.
2.2.
Хăвăр вуланă текстра автор шухăшне хăш предложени уçса парать?
1)
Чараксăр чĕлхе – çурăк чан.
2)
Ҫут Ҫанталăка упрас ответлăха çын хăй çине илмелле.
3)
Нумай пĕл – сахал калаç.
4)
Шухăшăн вĕçĕ çук.
2.3.
Текст стилĕпе тĕсне палăртăр.
1)
наука стилĕ, ăслав
2)
илемлĕ литература стилĕ, калав.
3)
публицистика стилĕ, сăнлав
4)
ĕçлĕ стиль, калав
2.4.
Кăтартнă предложенисенчен хăшне умĕнчи юнашар предложенипе местоимени
çыхăнтарать?
1)
22
2)
21
3)
14
4)
9
2.5.
19-мĕш предложенири çурт сăмахăн синонимĕ хăш предложенире тĕл
пулать?
1)
22
2)
21
3)
17
4)
16
2.6.
Сасă шучĕ сас палли шутĕнчен ытларах сăмах хăшĕ? (Сăмахсене 10-мĕш
предложенирен илнĕ.)
1)
ĕмĕртен
2)
юлса
3)
кĕрейми
4)
вăрмансем
2.7.
26-мĕш предложенири иккĕмĕшле сăмах (пурăнсан) мĕнле пулнă?
1)
пурăн глагол çумне -са аффикс хушăннипе
2)
пу евĕрлев сăмахĕ çумне -р аффикс хушăннипе
3)
пур паллă ячĕ çумне -ăн аффикс хушăннипе
4)
пу евĕрлев сăмахĕ çумне -рăн тата
-са аффикссем хушăннипе
2.8. 8-мĕш
предложенири айне сăмах мĕнле пуплев пайĕ пулать?
1)
япала ячĕ
2)
наречи
3)
глагол
4)
паллă ячĕ
2.9. Вĕсем
темиçе ĕмĕр каярах çĕр айне юлнă предложенире
(15 №) шухăш тĕшши хăш сăмахсем çине ÿкет?
1)
юлнă сăмах çине
2)
темиçе ĕмĕр каярах сăмахсем çине
3)
вĕсем сăмах çине
4)
çĕр айне сăмахсем çине
2.10.
27-мĕш предложени тытăмĕ енчен хăш ушкăна кĕрет?
1)
пайĕсене вырăнĕ-йĕркипе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă предложени
2)
пайĕсене деепричасти аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă
предложени
3)
хыç сăмахлă пăхăнуллă хутлă предложени
4)
пайĕсене падеж аффиксĕпе çыхăнтаракан пăхăнуллă хутлă
предложени
3-мĕш пай
3.1.
«Ҫут çанталăка упрасси – пирĕн тивĕç» темăпа калăпăшĕ пысăках мар (90 сăмахран
кая ан пултăр) ăслав хайлавĕ çырăр. Экзаменра итленĕ тата вуланă текстсен
информацийĕпе усă курăр. Тема пирки хăвăр мĕн шухăшланине уçса парăр.
Хăвăр шухăшăра икĕ аргументпа ĕнентерĕр. Çакна тума
ăславăн ĕнентерÿ мелĕсемпе (кÿртĕм сăмахсемпе, ыйтупа хурав пĕрлĕхĕпе, пиркепе
следстви, условипе следстви, тĕллевпе услови, хирĕçлев çыхăнăвне палăртакан
чĕлхе мелĕсемпе) сахалтан та икĕ хут усă курăр.
Аргументсене
(ĕçсемпе пулăмсене, фактсене) экзаменра итленĕ тата вуланă текстсенчен илме
юрать. Хăвăр курни-илтни, унччен вулани çине таянма та май пур.
Енчен
те эсир экзаменра итленĕ тата вуланă текстсене ним улăштармасăр çырса илетĕр
пулсан ĕçĕре 0 балл лартса хаклаççĕ.
Чăваш
Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Оставьте свой комментарий
Авторизуйтесь, чтобы задавать вопросы.