Главная / Другое / Конспект урока на тему "Çывăх тăвансем" для 5 класса

Конспект урока на тему "Çывăх тăвансем" для 5 класса

5-мĕш класс

Урок теми: Çывăх тăвансем

Урок тěсě: вулав, калаçу, грамматика (хутăш урок).

Урок тĕллевĕсем:

1) ачасен калаçу чĕлхине, шухăшлавне малалла аталантарасси;

2) тăванлăх сăмахĕсемпе тĕрĕс усă курма пултарнине çирĕплетсе хăварасси;

3) ваттисене, аслисене хисеплеме вĕрентесси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: Урокра усă курмалли хатěрсем: учебник «Чăваш чĕлхи»: Вырăс шкулĕн 5-мĕш класĕ валли/Г.В. Абрамова, А.Л. Краснова.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2006.-255с.; кашни ушкăна валеçсе памалли карточкăсем, компьютер, мультимедийлĕ проектор.

Урок юхăмĕ

I. Класа йĕркелесси

1) зарядка туни

2) сывлăх сунни

Уч.: - Ырă кун пултăр, ачасем!

Ач.: - Ырă кун пултăр!

Уч.: - Шăппăн ларăр.

Ач.: - Шăппăн ларăр (2 хут)

Урок пырать ку класра

Эп çыратăп, эп вулатăп

Калаçатăп чăвашла.

3) дежурнăй калаçăвĕ

4) çанталăк, кěркунне çинчен калаçни (ачасем пĕр-пĕрне ыйту парса кěркунне çинчен калаçаççĕ)

а) Кěркунне кайăксем, чĕр чунсем мĕн тăваççĕ?

ă) Кěркунне ачасем мĕн тăваççĕ?

б) Кěркунне ял çыннисем пахчара мĕн тăваççĕ?

в) Сана кěркунне килĕшет-и?

Уч.: - Мана та, ачасем, сирĕн пекех кěркунне питĕ килĕшет.

5) аудировани

Уч.: - Халĕ, ачасем, «Таня каникула ăçта ирттернĕ-ши?» калава итлесе пăхăр-ха. Ăнланма тăрăшăр.

Таня каникула ăçта ирттернĕ-ши?

Çуллахи каникулта манăн тус Таня ялта кукамăшĕ патĕнче пурăннă. Унта вăл кукамăшне тата кукашшĕне пулăшнă: кашăк-чашăк, урай çунă. Час-часах Таня урамра тусĕсемпе уçăлса çÿренĕ, вĕсемпе вăрманта пулнă.

Вырсарни кун ашшĕпе амăшĕ ăна хулана илсе килчĕç. Манăн тус каникулта нумай ÿкерчĕк тунă иккен. Укерчĕксем мана питĕ килĕшрĕç.


- Ку калав кам çинчен?

- Таня ăçта пурăннă?

- Вăл камсем патĕнче пурăннă?

- Вырсарни кун Таньăн а хулана кам илсе килнĕ?

- Ку калавра мĕнле тăванлăх сăмахĕсем пур?

Ач.: - кукамай, кукаçи, атте, анне.

Уч.: - Ачасем, кукамай, кукаçи, атте,анне – вĕсем камсем?

Ач.: - Вĕсем тăвансем.

II. Урок темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарни

Уч.: - Ачасем, сирĕн шутпа паянхи урок камсем çинчен пулĕ?

Ач.: - Тăвансем çинчен.

Уч.: - Тĕрĕс. Паянхи урокра эпир сирĕнпе тăванлăх сăмахĕсемпе тĕрĕс усă курма вĕренĕпĕр. Ваттисене, аслисене хисеплемелли, пулăшмалли çинчен калаçăпăр. Урок теми: «Çывăх тăвансем».

III. Вĕреннине аса илни

1) тăванлăх сăмахĕсене аса илни

Уч.: - Ачасем, эпĕ сире сăвă йĕркисем вуласа паратăп. Çав сăвă йĕркисенче тăванлăх сăмахĕсене тупма тăрăшăр.

а) Ăс парать мана пĕрмай

Ырă чунлă кукамай.

ă) Хатĕрлерĕм эп парне

Савăнать ман асанне.

б) Манăн аслă аппа пур

Вăл илемлĕ те маттур.

в) Манăн анне чи ырри

Чи ăсли те маттурри.

г) Манăн пичче пит маттур

Ун ĕçне пырса эс кур.

Д) Парнелет мана атте

Уявра хитре парне.

е) Ырă, лайăх çын

Çĕр çинче пин-пин

Пĕри вара – кукаçи.

ж) Манăн пĕчĕк йăмăк пур

Пит ăста та пит маттур.

(Ачасем тухса çыраççĕ).

Ач.: - кукамай

асанне

аппа

пичче

атте

кукаçи

йăмăк

Уч.: - Вулатпăр. Халĕ çак сăмахсене манăн местоименипе çыхăнтарса калатпăр. (Пĕри – вулать, тепри – куçарать, (мăшăрпа ĕçлетпĕр).

Ач.: - манăн кукамай – моя бабушка; манăн асанне – моя бабушка; манăн аппа – моя сестра…

Уч.: - Унăн, санăн местоименисемпе çыхăннă чухне сăмахсем мĕнле улшăнаççĕ?

(тухса çырни, куçарни)

2) тăванлăх сăмахĕсемпе предложенисем туни

Уч.: - Предложенисем тăватпăр. Тимлĕ итлĕр, ас туса юлăр.

- Кристина, санăн асаннÿ мĕн ятлă?

- Саша, Кристинăн асламăшĕ мĕн ятлă?

- Вася, санăн аннÿ мĕн ятлă?

- Денис, Васьан амăшĕ мĕн ятлă?..

3) карточкăсемпе ушкăнра ĕçлени

Уч.:- Карточкăсемпе ĕçлетпĕр. Хăш предложенисем тĕрĕс мар, тĕрĕс мĕнле каламалли-ши?

(ушкăнсенче ĕçлени)

1 ушкăн. Женьăн кукамай çитмĕлтен иртнĕ ĕнтĕ. Амăшĕ мана валли кĕрĕк илчĕ.

2 ушкăн. Эпир урокра ашшĕсем çинчен калаçрăмăр. Толя аппăшĕ çинчен калав çырчĕ.

3 ушкăн. Надьăн асламăшĕ чăлха çыхать. Эпир аппăшĕпе кинона кайрăмăр.

4 ушкăн. Çулла манăн тус асанне патĕнче пурăнать. Ман асанне çитмĕлте, аслашшĕ утмăл пиллĕкре.

4) тěрěслени, пĕтĕмлетсе хăварни

5)кану саманчĕ

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тваттă,

Физзарядка тумалла.

Физзарядка тумалла.

Пирĕн пысăк пулмалла.

IV. Çĕнĕ темăпа ĕçлени

1.Калавпа ĕçлени

Уч.: - Халĕ «Асаттепе асанне» калавпа ĕçлетпĕр. Çак сăмахсене калавра тупма тăрăшăр.

1) çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени

2) калава вулани

Уч.: - Калава вулатпăр, ăнланма тăрăшатпăр.

3) ăнланнине тĕрĕслени

- Çак калав камсем çинчен?

4) ăшра вулани

Уч.: - Ăшра тепĕр хут вулатпăр, калав содержанине вырăсла каласа пама хатĕрленетпĕр.

5) калав содержанине вырăсла каласа пани

Уч.: Содержанине вырăсла каласа паратпăр, ыйтусем çине хуравлама хатĕрленетпĕр.

6) ыйтусем çине хуравлани

Уч.: - Калава мĕнле ăнланнине ыйтусем çине хуравласа пĕлĕпĕр.

1.Таньăн аслашшě мěн ятлă?

2. Таньăн асламăшě мĕн ятлă?

3.Вěсем ăçта пурăнаççě?

4.Полина Федоровна миçе çулта?

5. Иван Семенович миçе çулта??

6. Таня вěсем патěнче ытларах хăçан пурăнать?

7.Ялта хěр ача мěн-мěн тăвать, мěн туса пулăшать?

8.Тасалăх çинчен Таньăн асламăшě мěн калать?

7) пĕтĕмлетни

Уч.: - Ачасем, çак калав пире мĕне вĕрентет?

Ач.: - Аслисене, ватă çынсене хисеплемелли, пулăшмалли çинчен.

Уч.: - Тĕрĕс, ачасем, ахальтен мар ваттисен сăмахĕсем пур:

Ватта хисепле, ху та ватă пулăн.

Ват çынна çул пар.

2. «Манăн асанне (кукамай)» калав туни

Уч.: - Ачасем, халĕ эпĕ сире хамăн кукамай çинчен каласа парасшăн, кайран вара эсир ыйтусем çине хуравласа каласа парăр.

Манăн кукамай пур. Вăл Мария Васильевна ятлă. Вăрнар районĕнчи Шĕнер ялĕнче пурăнать. Вăл халь пенсире. Çамрăк чух колхозник пулса ĕçленĕ. Эпĕ ăна юрататăп, мĕншĕн тесен вăл сăпайлă, кăмăллă, ĕçчен çын. Эпĕ ăна яланах пулăшатăп.

Манăн асанне (кукамай)

1. Санăн асаннÿ (кукаму) пур-и?

2. Вăл мĕн ятлă?

3. Вăл ăçта пурăнать?

4. Вăл ĕçлет-и е пенсире?

5. Çамрăк чух кам пулса ĕçленĕ?

6. Эсĕ ăна юрататăн-и? Мĕншĕн?

V. Урока пĕтĕмлетни

Уч.: - Ачасем, маншăн анне, атте, пичче, йăмăк, кукамай, асанне, асатте – чи çывăх тăвансем. Сирĕншĕн чи çывăх тăвансем камсем? Пуриншĕн те атте, анне, пичче,йăмăк, кукаçи, кукамай, асанне, асатте – çывăх тăвансем. Вĕсем пире юратаççĕ, эпир те вĕсене юрататпăр, хисеплетпĕр, итлетпĕр.

VI. Киле ĕç пани


«Манăн асатте» калав çырма.



Конспект урока на тему "Çывăх тăвансем" для 5 класса
  • Другое
Описание:

Урок тěсě: вулав, калаçу, грамматика (хутăш урок).

Урок тĕллевĕсем:

1) ачасен калаçу чĕлхине, шухăшлавне малалла аталантарасси;

2) тăванлăх сăмахĕсемпе тĕрĕс усă курма пултарнине çирĕплетсе хăварасси;

3) ваттисене, аслисене хисеплеме вĕрентесси.

 

Урока кирлĕ хатĕрсем: Урокра усă  курмалли хатěрсем: учебник «Чăваш чĕлхи»: Вырăс  шкулĕн 5-мĕш класĕ валли/Г.В. Абрамова, А.Л. Краснова.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2006.-255с.; кашни ушкăна валеçсе памалли карточкăсем, компьютер, мультимедийлĕ проектор. 

Автор Алексеева Светлана Анатольевна
Дата добавления 04.01.2015
Раздел Другое
Подраздел
Просмотров 397
Номер материала 28156
Скачать свидетельство о публикации

Оставьте свой комментарий:

Введите символы, которые изображены на картинке:

Получить новый код
* Обязательные для заполнения.


Комментарии:

↓ Показать еще коментарии ↓